Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Туҫа ял тӑрӑхӗ

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле юр хӑвӑрт ирӗлнӗрен Патӑрьел районӗнчи темиҫе яла шыв илни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Туҫа тата Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗсенче ку хӑрушлӑха 50 ытла ҫурт лекнӗ. Акан 11-мӗшӗнче унта инкеклӗ лару-тӑру режимне палӑртнӑ.

Патӑрьел, Аслӑ Арапуҫ, Туҫа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ейӳ сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ. Анчах ертӳҫӗсем халӑха кун пирки хыпарлама васкаман.

Ҫуртсене шыв кӗме пуҫласан ҫеҫ ҫынсене эвакуацилеме тытӑннӑ. Халӑх ейӳ сарӑлма пултарасси пирки пӗлтерменрен пачах хатӗрленмен.

Тӳре-шаран халӑха вӑхӑтра пӗлтермелле, ейӳ чухне мӗн тумаллине ӑнлантармалла пулнӑ. Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене пӗҫерккӗ лекнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Ермакова Марфа Филипповна 100 ҫул тултарчӗ.

Ӑна саламлама Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Осипов, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепелкин, тата ытти тӳре-шара ҫитрӗҫ. Ҫӗр ҫул тултарнӑ кинемее хӑнасем парнесем пачӗҫ — чечексем те пулчӗҫ, Владимир Путин алӑ пуснӑ открыткӑ та.

Марфа Филипповна хӑй юнашарти Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялта ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл Иван Алексеевича качча тухнӑ. Нумая тӑсӑлман вӗсен телейлӗ пурнӑҫӗ — 1941 ҫулта упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1944 ҫулта сусӑрланса таврӑннӑ, 56 ҫула ҫитсен ҫӗре кӗнӗ. Марфа Филипповна упӑшкине 4 ача ура ҫине тӑратнӑ, хальхи вӑхӑтра 10 мӑнук тата 11 мӑнук ачи.

 

Паян Раҫҫей Сталинград патӗнчи ҫапӑҫӑва аса илет — ҫак хӑрушӑ пулӑм иртнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех сывӑ юлнӑ совет салтакӗсене те манмаҫҫӗ — ӗнер, сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешре пурӑнакан Галялетдинов Кешаф Шамсутдиновича саламларӗҫ.

Паллӑ кун ячӗпе ветерана Патӑрьел район администрацийӗн организаципе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Торговцев, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн директорӗ Татьяна Малинина, ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Николай Перепелкин, ял тарӑхӗн депутачӗ Минсагир Рахматуллин, Туҫа ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Алена Мальцева саламларӗҫ. Кешаф Галялетдинова вӗсем парне пачӗҫ, Республика Элтепӗрӗн М.В. Игнатьевӑн, Волгоград облаҫӗн губернаторӗн С. Боженовӑн, Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн Н.И. Глуховӑн салам ҫурӑвӗсене вуласа пачӗҫ.

Кешаф Шамсутдинович ҫак ялта 1924 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта 18 ҫулти каччӑна ҫара илнӗ. Ҫылай ҫӗртри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл — Полярхыҫри ҫӗрсене хӳтӗленӗ, Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Белоррусипе Польшӑна ирӗке кӑларнӑ, Берлин–Рейхстага ҫавӑрса илме хутшӑннӑ.

Малалла...

 

Патӑрьелти мӑшӑрлану керменӗнче паян 100-мӗш мӑшӑра ҫырӑнтарчӗҫ. Мӑшӑрланакан каччӑпа хӗр, Рахматуллин Динар Минтагировичпа Гусынкина Динара Викторовна, иккӗшӗ те Тутар Тимеш ялӗнчен.

Ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне ҫӗнӗ мӑшӑра район администрацийӗнчен Надежда Маллина, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепёлкин, районти хӗрарӑмсен Канашӗн пайташӗ Дильбер Гайнуллина саламларӗҫ.

Мӑшӑрлану уявӗ чаплӑ тутар ташшипе вӗҫленчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 15

1942
83
Николай Карай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть